+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Тăван çĕршыва юратса,
Усăллă çынсем пулса
Тĕрлĕ чĕлхепе калаçса туслă пурăнма,
Пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра
Пулăшса ÿсĕр тесе тăрăшать пирĕншĕн
Пĕтĕм чĕререн
Хаклă юратнă пирĕн анне.
Эпир пĕчĕк пулсан та
Пулăшатпăр ăна вăй çитнĕ таран.
Юратса, ыталаса ачашлать пире анне.
Ăшшăн пăхаççĕ пирĕн çине анне куçĕсем.
Ларса канма пĕлмест,
ĕçĕсем унăн нихçан пĕтмеççĕ.
Ирех тăрса каçчен ĕçлет вăл.
Ăна савса калас килет:
"Çĕр çинче чи хакли эсĕ пĕрре
Пирĕн юратнă, маттур анне".
Михаил Федотов,
ĕç ветеранĕ.
Пишпÿлек ялĕ.