Кун пирки ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Аургазă районне ĕçпе кайса килнӗ вăхăтра пӗлтернӗ.
- Аургазă район администрацийӗн пуҫлӑхне эпӗ чӑваш центрне вырнаҫтарма Толбазӑ варринче ҫурт тупма хушатӑп. Унта музей, концерт ирттермелли вырӑн пулмалла. Кӗркунне Толбазӑра чӑваш центрӗсемпе общественность активисчӗсемпе канашлу ирттерме сӗнетӗп. Унта эпӗ хам хутшӑнӑп. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир Пишпÿлек районӗнче чӑваш чӗлхине вӗренмелли полилингвальнӑй гимнази тума йышӑнтӑмӑр, - тенӗ Радий Фаритович.
https://svetput.ru/news/kultura/2023-05-24/v-sele-tolbazy-otkroyut-chuvashskiy-natsionalno-kulturnyy-tsentr-bashkortostana-3271212