Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Ноябрӗн , 11:55

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ

Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Чӑваш тӗрри» информаци пайӗнче вӑл мӗнле пуҫланса кайнин историне пӗлнӗ.

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ


Ноябрӗн 26-мӗшӗ - Чӑваш тӗррин кунӗ! Уява 2020 ҫулта Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн указӗпе республика 100 ҫул тултарнине халалласа ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш тӗрри пирӗн халӑх культурин йӑлана кӗнӗ элеменчӗ шутланать. Чӑваш тӗррин историйӗ темиҫе ҫӗр ҫултанпа пырать. Тӗрӗ техникипе тӗррисем ӑруран ӑрӑва куҫса пыраççĕ. Чӑваш тӗрри тӗрӗсемпе, тӗрлӗ эрешлӗ мотивсемпе тата тӗрӗ техникипе пуян. Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Чӑваш тӗрри» информаци пайӗнче вӑл мӗнле пуҫланса кайнин историне пӗлнӗ, тӗрлемелли тӗрлӗ техникӑпа паллашнӑ. Республикӑри «Тӗрӗпе ĕҫе» акцие хутшӑннă.
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Деньчувашскойвышивки2025

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

 

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас