Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
16 Кӑрлач , 10:06

Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă

Январĕн 13-14-мӗшӗсенче Стерлитамакри В.И. Ленин ячӗллӗ 2-мӗш лицей-интернатра тӑван чӗлхесемпе республика олимпиади пулнӑ.

Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă
Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă


Январĕн 13-14-мӗшӗсенче Стерлитамакри В.И. Ленин ячӗллӗ 2-мӗш лицей-интернатра тӑван чӗлхесемпе республика олимпиади пулнӑ. Пирӗн район делегацине олимпиадӑн муниципаллӑ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем хутшăннă. Пишпӳлек районӗнчен ултă вӗренекенрен тăваттăшӗ чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулса тӑнӑ.
Пирӗн призерсем:
Арина Захарова, Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулӑн 11-мӗш класӗнче вӗренекен, вӗрентекенĕ Захарова Марина Ивановна;
Александра Емельянова, Пăслакри К. Иванов ячĕллĕ вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренекен, вӗрентекенĕ Тимофеева Зинаида Федоровна;
Мария Степанова тата Лев Петров, Хушăлкари вӑтам шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенĕ Степанова Ираида Георгиевна.
Олимпиадӑна Пушкӑрт Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 9-11-мӗш класӗсенче вӗренекен 175 ача хутшӑннӑ, вӗсем тутар, чӑваш, мари, удмурт, мордва чӗлхисемпе хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ.
Вӗрентекен-наставниксене олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн тав тӑватпӑр. Пурне те пысӑк ҫитӗнӳсем, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем сунатпӑр!

https://svetput.ru/news/obrazovanie/2026-01-15/stali-prizerami-respublikanskoy-olimpiady-po-chuvashskomu-yazyku-4538166

 

 

Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă
Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă
Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă
Чӑваш чӗлхипе республика олимпиадин призерӗсем пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас