

Пишпӳлекри Культура керменĕн галерейинче чӑваш хӗрӗсен тухья пуҫ тумне юсаса илемлетес енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче ăсталӑх класӗн ертӳҫи Людмила Васильевна Романова ачасем чӑваш хӗр тумӗн илемне тарӑнрах туйма пултарччӑр тесе К. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑкне вуланă. Нарспие халалланӑ йӗркесем уйрӑмах поэтла та чуна пырса тивмелле янӑранă:
Явӑнаҫҫӗ хыҫалта
Ҫивӗт вӗҫӗ кӑтрисем.
Утса-утса пынӑ чух
Шӑнкӑртатать тенкисем.
Малалла ӑста тухья хӗрсен пурнӑҫӗнче ӗлӗк мӗнле вырӑн йышӑннине, чӑвашсен тата мӗнле хӗрарӑм пуҫ тумӗсем пулнине каласа панă.
Пӗлӳлĕ калаҫу хыҫҫӑн ҫамрӑк хутшӑнакансем хӑйсен вӑйне ал ӗҫӗнче тӗрӗсленĕ: вӗсем шӑрҫаран, укҫаран ҫакӑнса тӑракан ярапасем ӑсталама, тирпейлӗ ҫӗлеме вӗреннĕ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ачасем ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ тухья ӑсталамалли технологи тӗп тапхӑрӗсене, детальсен пӗрлешӗвӗн уйрӑмлӑхӗсене тата авалхи эреш вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлнӗ.
Ăсталăх класс ачасене питӗ килӗшнӗ — вӗсем тата килме шантарнă.
#ПушкинскаяКарта#БижбулякскийДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.