Çутă çул
+11 °С
Ясно
Чăвашлăх
29 Сентября , 06:59

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ

Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклорпа тематика программи куракансене вырӑнти чӑваш туй йӑлин пуянлӑхӗпе паллаштарнă.

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕКистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ

Чӑваш туйӗ вӑл уяв кӑна мар, темиҫе эрнене тӑсӑлма пултарнӑ сӑваплӑ ритуалсен пӗтӗм комплексӗ. Чӑвашсемшӗн ҫемье ҫавӑрасси пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулнӑ.

Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклорпа тематика программи куракансене вырӑнти чӑваш туй йӑлин пуянлӑхӗпе паллаштарнă, ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме, мӑн асаттесен ӑс-хакӑл ӑслӑлӑхне ҫамрӑк ӑрӑва пама пулӑшнă. Программа вӑхӑтӗнче куракансем пулăма тулли праваллӑ хутшӑнакансем пулса тӑнă: ҫемье тата тӑванла ҫыхӑнусем ҫинчен чӑвашсен авалхи ваттисен сӑмахӗсене аса илнĕ, ҫавӑн пекех халӑх туй йӑли-йӗркисен пӗлтерӗшне тишкернĕ, чи пӗлтерӗшли вара чӑваш туйӗн пӗр пайӗ пулса тӑнă. Аллӑ ҫул каялла Александр Парфировичпа Елена Георгиевна Кононовсен туйӗнче ҫӳренӗ пек.

Аллӑ ҫул пӗрле пурӑнни ҫемье историйӗнчи цифра кӑна мар, пурнӑҫри мӗнпур тӗрӗслев витӗр алла-аллӑн тухнӑ икӗ чӗрен чӑн-чӑн паттӑрлӑхӗ. Ылтан туй ҫитӗнӗве пӗлтерет, пӗр-пӗрне юратнине, хисепленине, шаннине, парӑннине ӗнентерет.

Елена Георгиевнапа Александр Парфирович Кононовсем тӗлӗнмелле мӑшӑр. Александр Парфирович Кистенлĕ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, тӑван колхозра чылай вӑхӑт водительте ӗҫленӗ, ĕҫлĕ çулне Пишпӳлек ялӗнче водитель пулса пуҫланӑ, ҫавӑн чухне хӑйĕн кун-ҫулӗн ҫамрӑк та чипер королевипе паллашнӑ та. Елена Георгиевна ӗмӗрне ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫе халалланӑ, Кистенлĕ ялӗнчи вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Тав ҫырӑвӗсемпе грамотисем нумай. Вĕсем виçĕ ача тивӗҫлӗ ҫитӗнтернӗ, ачисем ултă мӑнукпа савӑнтараççĕ.

Тата туй асаилӗвӗсемпе çемьесене савӑнтарнӑ: Валентина Витальевнапа Иван Иванович Кононовсем, Любовь Виталиевнапа Геннадий Александрович Андреевсем.

 Валентина Витальевнапа Иван Иванович ҫемье ҫулӗпе 52 ҫул пĕрле ӗнтӗ.

Валентина Витальевна Кистенлӗри ял библиотекинче библиотекарьте ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ 44 ҫул.

Иван Иванович тӑван колхозра парткомра, колхоз председателӗнче, колхозра тата шкул автобусӗнче водительте ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ 55 ҫул. Вĕсем виçĕ ача ҫитӗнтерсе ӳстернӗ, ултă мӑнукӗ савӑнтарать вӗсене. Мӑнукӗсенчен пӗри Иван СВОра хӗсметре тӑрать. Иван Иванович — Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ. Ҫемьене «Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх» медальпе чысланӑ.

Андреевсен çемье мӑшӑрӗ Любовь Виталиевнапа Геннадий Александрович 38 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Вӗсем виçĕ ача ҫитӗнтерсе ӳстернӗ. Çичĕ мӑнукĕ савӑнтарать.

Кистенлĕри Культура ҫурчӗн «Зоренька» фольклор ансамблӗ хӑйӗн хастар сӑмахӗсемпе саламланӑ, савӑнтарнӑ. Программа туслӑ та ырӑ иртнӗ. Хутшӑннӑшӑн пурне те тав. Пурне те тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх!

#Кистенли_Богдановский_СДК
#Фестиваль #Бижбуляк #Башкортостан #ПятьСвадебБижбуляка #Фондкультурныхинициатив #Традиции #Грантдлякреативныхкоманд #КультураРБ #ГрантПФКИ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club203777291

 

 

 

Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ
Кистенлĕри Культура ҫуртĕнче «Пурне те туя чӗнетпӗр!» фольклор программи иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас