Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
22 Ноябрӗн 2021, 09:41

Хушӑлкара вулакансен конференцийӗ иртнӗ

Хушӑлкари ялти библиотекӑра Яков Гаврилович Ухсай чӑваш поэчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне (ноябрӗн 26-мӗшӗ) "Кӗлпук мучи " хайлавӗпе вулакансен конференцийӗ иртрӗ.Мероприятинче поэтӑн биографийӗпе унӑн произведенийӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Я.Г. Ухсай – чӑваш поэзийӗн классикӗ. Вӑл сӑвӑсен, поэмӑсен, очерксен тата романсен 60 ытла кӗнеки ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсене СССР халӑхӗсен 20 чӗлхипе кӑларнӑ, ҫавӑн пекех пӑлхарла, венгрла, , французла, чехла, Польша чӗлхисене куҫарнӑ.

Хушӑлкара вулакансен конференцийӗ иртнӗ
Хушӑлкара вулакансен конференцийӗ иртнӗ

"Кӗлпук мучи " поэма (1950 ҫ.) Яков Ухсайӑн чи паллӑ хайлавӗ. Кунта тӑхӑрвунӑ ҫулччен пурӑннӑ чӑваш хресченӗн историне ҫырса кӑтартнӑ. Кӗлпук патша вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, ун чухнехи йӗркесен хӗн-хурне тӳссе ирттернӗ, налук пухакана вӗлернӗшӗн каторгӑна ӑсатнӑ, Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче белогвардеецсен йӗркесӗрлӗхне курнӑ, вара ялта колхоз стройӗ ҫӗнтериччен тата Хӗрлӗ Ҫар  фашистла Германине ҫӗнтериччен пурӑнса ирттернӗ.

 

Хушӑлкари ялти библиотекӑн ВК страницинчен.

Хушӑлкара вулакансен конференцийӗ иртнӗ
Хушӑлкара вулакансен конференцийӗ иртнӗ
Автор:
Читайте нас: