Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2021, 10:27

Песков Путин хӑй ҫинче сӑнанӑ вакцина шӗвек пек пулни ҫинчен пӗлтерчӗ

#ВладимирПутин Пресс-секретарь каланӑ тӑрӑх, Владимир Путинӑн начар эффектсем, температура пулман. РФ президенчӗ Владимир Путин коронавирусран шӗвек евӗрлӗ вакцинӑна хӑй ҫинче туйса курнӑ, пӗлтернӗ патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.

Песков Путин хӑй ҫинче сӑнанӑ вакцина шӗвек пек пулни ҫинчен пӗлтерчӗ
Песков Путин хӑй ҫинче сӑнанӑ вакцина шӗвек пек пулни ҫинчен пӗлтерчӗ

"Президент сӑмах шӗвек пирки пынине каласшӑн пулнӑ. Ку вӑл — самсана ямалли вакцина, вӑл ӑна тӗрӗсленӗ ҫӗре хутшӑннӑ", - пӗлтерет пресс-секретарь.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, самсана ямалли вакцинӑна Путин " Спутник Лайт" препаратпа ревакцинации иртнӗ  хыҫҫӑн тепӗр кунне саптарнӑ.

"Нимӗнле начар эффектсем те, патшалӑх пуҫлӑхӗн температури те пулман", - хушса хучӗ Песков.

Маларах  Путин правительствӑн членӗсемпе канашланӑ чухне коронавирусран порошок евӗрлӗ вакцинӑна хӑй ҫинче сӑнанине каласа панӑччӗ.

ТАСС материалӗсем тӑрӑх.

Песков Путин хӑй ҫинче сӑнанӑ вакцина шӗвек пек пулни ҫинчен пӗлтерчӗ
Песков Путин хӑй ҫинче сӑнанӑ вакцина шӗвек пек пулни ҫинчен пӗлтерчӗ
Автор:
Читайте нас: