+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Унăн срокне малалла куçармаççĕ. Çавăнпа та çитес юнкунччен пурлăхпа, çĕрпе, автотранспортпа çыхăннă налуксене пурин те тỹлесе татмалла. Хальхи вăхăтра парăмсемпе ĕлĕкхи евĕр налук органне кайса мар, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та татăлма пулать. Хăйсен тивĕçне пурнăçламаннисене саккун пуçран шăлмĕ. Ĕç-пуç суд приставĕпе йĕрке хуралçисен аллине ан çаклантăр тесен шутлă кунсенче çак ыйтăва пурнăçа кĕртмеллех.