Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
4 Декабрӗн 2021, 10:05

"Ӑшӑ алӑсем" акцине хутшӑннӑ

Ӑхпуҫӗнчи  ялти библиотека Пӗтӗм Тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ "Ӑшӑ алӑсем" библиотека акцине хутшӑнчӗ.Ҫак кун пирӗн ял ҫыннисене сывлӑх кӑлтӑкӗсемлӗ ҫынсен пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем ҫине пурне те пӑхма чӗнсе калать.

"Ӑшӑ алӑсем" акцине хутшӑннӑ
"Ӑшӑ алӑсем" акцине хутшӑннӑ

Пирӗн район библиотекарӗсем ӑшӑ сӑмахпа тата тимлӗхпе хавхалантарас тесе хӑйсен вулакансене курма тӑрӑшрӗҫ.Библиотекӑ ячӗпе пӗчӗк парнесем пачӗҫ, кӗнеке-журнал киле илсе ҫитерчӗҫ. Пирӗн ял ҫыннисем савӑннине курма питӗ хавас. Шел пулин те, пурте килте пулман: пӗрисем больницӑра, теприсем хурӑнташӗсем патӗнче. Ҫак акци эпир пурте юнашар пурӑнакан ҫынсене пулӑшма пултарнине  ҫирӗплетсе пачӗ.

Лия КИРИЛЛОВА,

библиотекарь.
Ӑхпуҫ ялӗ.  

"Ӑшӑ алӑсем" акцине хутшӑннӑ
"Ӑшӑ алӑсем" акцине хутшӑннӑ
Автор:
Читайте нас: