Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Декабрӗн 2021, 15:32

Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенче пӗтӗмӗшле Ҫӗнӗ ҫул елкисене пӑрахӑҫланӑ

Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенчи Ҫӗнӗ ҫул елкисем классемпе ушкӑнсем тӑрӑх кӑна иртӗҫ. Кун ҫинчен паян, декабрӗн 6-мӗшӗнче, республика Роспотребнадзорӗн пуҫлӑхӗ Анна Казак пӗлтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ачасене валли пӗрлехи утренниксем пулмаҫҫӗ. Коронавируспа чирлес мар тесе ҫавӑн пек мерӑсем йышӑннӑ.

Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенче пӗтӗмӗшле Ҫӗнӗ ҫул елкисене пӑрахӑҫланӑ
Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенче пӗтӗмӗшле Ҫӗнӗ ҫул елкисене пӑрахӑҫланӑ

— Уяв мероприятийӗсене пӗр класра е ушкӑнра кӑна ирттермелле, тӗрлӗ ушкӑнри ачасем пӗр пӳлӗмре тӗл пулассине тата пулма пултаракан чир вучахӗсем сиксе тухасран сыхланмалла, — каласа пачӗ Казак.

Маларах республикӑри вӗренӳ  министерстви мероприятие вакцинаци иртнӗ ашшӗ-амӑшӗ кӑна лекме пултарасси ҫинчен пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне утренниксене аниматорсене, артистсене, фотографсене тата ытти ҫынсене кӗртмеҫҫӗ.

Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенче пӗтӗмӗшле Ҫӗнӗ ҫул елкисене пӑрахӑҫланӑ
Пушкӑртстанри шкулсемпе ача сачӗсенче пӗтӗмӗшле Ҫӗнӗ ҫул елкисене пӑрахӑҫланӑ
Автор:
Читайте нас: