Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
7 Декабрӗн 2021, 11:12

Якути ачи Путинран ыйтнӑ ӗне мӗн ятли паллӑ пулчӗ

#ВладимирПутин Якутии пӗр ача Путин президентран ыйтна ӗнине Кэскилээнэ тесе ят панӑ.

Якути ачи Путинран ыйтнӑ ӗне мӗн ятли паллӑ пулчӗ
Якути ачи Путинран ыйтнӑ ӗне мӗн ятли паллӑ пулчӗ

Якути пуҫлӑхӗ Айсен Николаев республикӑра пурӑнакан ача Раҫҫей президенчӗнчен Владимир Путинран тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ыйтнӑ ӗнене мӗнле ят пани ҫинчен каласа пачӗ.

Унччен социаллӑ сетьпе усӑ куракансем Якутири ача РФ президенчӗн тӳрӗ линине шӑнкӑравланӑ тата хӑйӗн ҫемйине ӗне илме оператор урлӑ пулӑшу ыйтни ҫинчен информацие салатнӑ. Ыйтӑва республика ял хуҫалӑх министерствине куҫарчӗҫ. Шкул ачин ҫемйине ведомствӑран "Агростартап" программӑна хутшӑнма тата ӗнесем туянма грант илме сӗннӗ.

Каярахпа ӗнене ҫемьене пани паллӑ пулчӗ.

 "Эпӗ Алешӑпа шӑнкӑравларӑм, вӑл ӗнене Кэскилээнэ ят панине каласа пачӗ. Кэскил вӑл- куҫарсан пуласлӑх ", - каласа парать Николаев Риа Новостине.

Ҫемьен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе, ку ыйтӑва Чрапчин районӗн пуҫлӑхӗ Степан Саргыдаев харпӑр хӑй тӗрӗслевне илнине палӑртнӑ вӑл.

"Вӑл ҫак ыйтӑва татса паратех тесе шутлатӑп эпӗ", - палӑртнӑ Якути пуҫлӑхӗ.


Риа Новости материалӗсем тӑрӑх.

Якути ачи Путинран ыйтнӑ ӗне мӗн ятли паллӑ пулчӗ
Якути ачи Путинран ыйтнӑ ӗне мӗн ятли паллӑ пулчӗ
Автор:
Читайте нас: