Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
13 Ноябрӗн 2023, 10:39

Белорецка СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем валли "Пулӑшу поезчӗ" ҫитнӗ

Граждансен тепӗр йышӑнӑвӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче Стерлитамакра пулать.

Белорецка СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем валли "Пулӑшу поезчӗ" ҫитнӗ
Белорецка СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем валли "Пулӑшу поезчӗ" ҫитнӗ

Ку вӑл ятарлӑ ҫар операцин ветеранĕсемпе хутшӑнакансемшӗн пӗрлехи консультаци кунӗ.

Белорецкпа Белорецк районӗнчи, çавӑн пекех Межгорьери, Абзелил тата Бурзян районӗсенче пурӑнакан 100 ытла ҫын "Пулӑшу поездне" хутшӑннӑ.

Йĕркелÿçĕсем каласа панӑ тӑрӑх, чи çивĕч ыйтусем сиплев мерисем илме, документсене йӗркелеме пулăшма, социаллӑ, юридика тата психологи пулӑшӑвӗ илесси. Палӑртса хӑваратпӑр, чылай ыйтусем тӑрӑх йышӑнӑва вырӑнтах йышӑннӑ, вӗсенчен пӗр пайне специалистсем ӗҫе илнӗ. "Защитники Отечества" фонд филиалӗн ертӳҫи Кульсарина Гульнур палӑртнӑ тӑрӑх, "Пулӑшу поезчӗ" ӗҫлекен кашни хулара организаторсем лайӑх чӗнӳсем илеҫҫӗ. Кульсарина "Пулӑшу поезчӗ" специалистсен професси командине пухни ҫинчен пӗлтернӗ, нумай ыйтусене вырӑнта чăрмавсӑрах татса пама пултарнă.

Граждансен тепӗр йышӑнӑвӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче Стерлитамакра пулать.

 Сăнÿкерчĕкĕ: Фонд филиалӗн пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/SVO/2023-11-11/v-beloretsk-pribyl-poezd-pomoschi-dlya-veteranov-i-uchastnikov-sv

 

Белорецка СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем валли "Пулӑшу поезчӗ" ҫитнӗ
Белорецка СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем валли "Пулӑшу поезчӗ" ҫитнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: