Районта СВОна хутшăнакансене пулӑшу парас енӗпе активлӑ ӗҫ пырать.
Хăйсен ирĕкĕпе пулӑшасси тахҫанах пирӗн районти ҫынсен пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнă. Ҫулталӑк каялла волонтерсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма пӗрлешнӗ. Паянхи куна Уфаран ҫӗрмӗш гуманитари конвойне воинсем валли адрес тӑрӑх янӑ. Республикӑри тӗрлӗ районсенчен, ҫав шутра пирӗн районтан та, организацисем, предпринимательсем тата кӑмӑллакан граждансем пирӗн боецсем валли чи кирлине пухнӑ. Пирӗн районтан гуманитари пулӑшӑвне черетлӗ ӑсатасси ҫинчен волонтерсен "Все для фронта — Бижбуляк" ушкӑн ертӳҫи Алевтина Герасимовна Васильева каласа пачĕ.
— Ермолкин ялӗнчи Петр Андреевич Михайлова тав тӑвас тетӗп, вӑл икӗ КАМАЗ вӑрман тӳлевсӗр уйӑрчĕ. Пилорамӑна илсе килме техникӑна Загит Суфьянов (ушкӑн волонтерĕн Эллинăн ашшӗ) уйӑрса пачĕ. Йывăçсене пилорама урлӑ Валерий Михайлов ирттерчĕ.
Фронтра пиломатериалсем мӗн тери кирлине эпир сирӗнпе пурте пӗлетпӗр. Пирӗн рете ҫӗнӗ ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑннине ӑнланса илме кӑмӑллӑ, анчах пĕрле эпир — хăватлă вӑй. Унччен эпир эрни-эрнипе гумконвой хатӗрлеттӗмӗр, анчах хальхинче виҫӗ кун хушшинче пурне те йӗркелерӗмӗр.
Мечĕтпе мăсăльмансен обществине, Тагир Вакилович Камаева, пысӑк тав. Вӗсем яланах пур ҫӗре те хутшӑнаҫҫӗ, хальхинче вӗсем машинӑпа вут-шанкӑ тата савăтсенче шыв уйӑрса пачӗҫ. Йăлпăлактамак ял совечӗн пуҫлӑхне Рафис Рифгатович Нигметзянова уйрӑм тавтапуç. Ӑсатнӑ кун вӗсем ирех михӗсемпе вут-шанкă турттарса килчӗҫ. Рафис Рифгатович пирӗн чи хастаррисенчен пĕри, кирек мӗнле ыйтусенче те яланах пулӑшать.
Ку хутӗнче эпир Уфа хулинчи Киров районӗпе пӗрле пулӑшу ятӑмӑр, мӗншӗн тесен Киров районӗнчи ачасемпе пирĕн ачасем пӗр полкра тăраççĕ. Тиенме Уфаран килнĕ машинӑсене Наиль Габдуллович Гатауллин курах кайнă. Вӑл вара тиенӗ чухне техникӑпа пулӑшрӗ, уншӑн ӑна пысӑк тав.
Пишпÿлек районӗнчен пулӑшу икӗ еннелле кайрӗ: "Башкортостан" полка тата мобилизациленӗ салтаксем патне.
"Башкортостан" полкра пирӗн военкоматран 15 çын, ҫавӑн пекех ытти военкоматсенчен пирӗн районти çынсем тухса кайнисем пур. Вӗсем пурте доброволецсем, халӗ вĕсем пурте пӗр йывăр та кӑткӑс енче. Вӗсен енне гуманитари конвойӗ кайнине пӗлсен, эпир хутшӑнма шут тытрӑмӑр та салтаксене хамӑрӑн посылкӑсене ятӑмӑр. Вӗсене хатӗрлеме Хушăлка, Аит, Пăслăк, Михайловка, Ситекпуç халăхĕ хутшăнчĕ, ҫавӑн пекех хамӑр пӗлекен салтаксене посылкӑсем ярса патăмăр. Ыттине — полк командирӗ ячӗпе, пӗтӗмӗшле илсен, 1300 тӑваткал метр маскировка сеткисем, ултӑ маскировка костюмӗ, ӑшӑ нускисем, стелькӑсем, перчеткесем ятăмăр, унтах гигиена валли япаласем, "хамӑр-ют" алă ҫыххисем, пыл, çавӑн пекех Сухоречка, Демски, Дюсян ҫыннисем хатӗрленӗ посылкӑсем кӗчĕç. Пирӗн пулӑшу пурин патне те ҫитессе шанатпӑр, вара эпир вӗсенчен хурав-ҫыхӑну илӗпӗр.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Алевтина Васильеван архивӗнчен.