Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Ноябрӗн 2023, 13:36

Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн территорине асфальт сарас ӗҫ вӗҫленнӗ.

Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!

Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн территорине асфальт сарас ӗҫ вӗҫленнӗ.
Асфальт витӗмне юлашки хут хывнӑранпа 30 ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ, ҫавна пула унӑн сийĕ пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнă.
Район администрацине уйӑрнӑ укҫашӑн, çавӑн пекех Пишпÿлекри "Башкиравтодор" АО ДРСУ ӗҫченӗсене ача сачӗн территорине тирпей-илем кӗртес енӗпе пахалӑхлӑ ӗҫленӗшӗн тав тăваççĕ ача садĕнче ĕçлекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ. ДРСУ ĕçченӗсем икӗ кун хушшинче ача сачӗ тавра ҫӗнӗ асфальт сарнӑ.
Пур работниксенчен те, воспитанниксенчен те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсенчен те тавтапуҫ!
Ҫӗнӗ асфальт куҫа савӑнтарать, ача сачӗн территорийӗ илемлӗ те тирпейлĕ курӑнать, ачасем вара, хӑрушлӑхран хӑрамасӑрах, кунта хускануллă вӑйӑсем выляма пултараҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771

 

Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Урра! Пирӗн ҫӗнӗ асфальт!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: