- Паян Пушкӑртстан тӗп хулинче, Уфа-Оренбург автоçулăн 9-мĕш ҫухрӑмĕнче, пассажир автотранспортне массӑллӑ тӗрӗслевсем иртеҫҫӗ, - пӗлтернӗ регионӑн тӗп патшалăх автоинспекторӗ Владимир Севастьянов.
Палӑртатпӑр, водительсене Патшалӑх автоинспекцийӗ кӑна мар, Федераци суд приставӗсен тата Федераци налук службин ӗҫченӗсем те тӗрӗслӗҫ. Севастьянов каланӑ тӑрӑх, налукҫӑсем ҫӗнӗ программа комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ, вӑл куҫса ҫӳрекен машинӑсен номерӗсене вулать тата налук тӳлемен парăмçăсене тупса палӑртать.
Палӑртса хӑвармалла, кун пек мероприятисем кашни эрнере иртĕç.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-12-07/segodnya-v-ufe-prohodyat-proverki-passazhirskogo-transporta-3555118