Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
14 Декабрӗн 2023, 11:16

2023 ҫула Путин пӗтӗм Раҫҫейпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăвĕ

#владимирпутин

2023 ҫула Путин пӗтӗм Раҫҫейпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăвĕ
2023 ҫула Путин пӗтӗм Раҫҫейпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăвĕ

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин паян, декабрӗн 14-мӗшӗнче, пысӑк пресс-конференци форматӗнче ҫулталӑк пĕтĕмлетĕвĕсене ирттерӗ, вӑл тӳрӗ линипе пӗрлешӗ.
Пысӑк пресс-конференцисем ирттермелли практикӑна Путин 2001 ҫулта пĕрремĕш Президент срокӗ вӑхӑтӗнче кӗртнӗ. Час-часах вӗсене ҫулталӑк вӗҫнелле ирттернĕ те декабрь уйӑхне тивнĕ.
Путинӑн кӑҫалхи икӗ пысӑк событи пирки кӗркуннеччен паллă пулман. РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков ноябрӗн 30-мӗшӗнче 2023 ҫулта икӗ формата та пӗрлештересси, мероприятие декабрӗн 14-мӗшӗнче ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ. Программăна ҫӗнӗ ят та панă - "Çулталӑк пĕтĕмлетĕвĕсем Владимир Путинпа".
Раҫҫейри малта пыракан телеканалсем ун ҫине эфирлӑ вӑхӑтӑн виҫ-тӑватӑ сехетне хураҫҫӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехетре "Первый", "Россия 1", "Россия 24", "НТВ", "Мир", ОТР телеканалсен, "Маяк", "Вести FM" тата "Радио России" радиостанцисен эфирӗнче тухӗ. Тепӗр тесен, событин уҫӑмлӑ хронометражĕ ҫук - ку яланах вӑраха тӑсӑлакан тата пуян тытăмлă мероприяти, - ӑнлантарнă Песков.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://ria.ru/20231214/putin-1915657426.html

 

2023 ҫула Путин пӗтӗм Раҫҫейпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăвĕ
2023 ҫула Путин пӗтӗм Раҫҫейпе пĕрле пĕтĕмлетÿ тăвĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: