Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Декабрӗн 2023, 12:42

Пушкӑртра "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ стартланă

Пушкӑрт ГИБДД декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 13-мӗшӗччен "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ ирттерет.

Пушкӑртра "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ стартланă
Пушкӑртра "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ стартланă

Пушкӑрт ГИБДД декабрӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 13-мӗшӗччен "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ ирттерет. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп тӗллевӗ — хӗллехи каникулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене ҫамрӑк ҫуран ҫынсемпе пассажирсене хутшӑнассинчен асӑрхаттарасси.
Ҫак кунсенче ГИБДДпа вӗренӳ органӗсем ачасене турттарас ӗҫе йӗркелессине уйрӑмах тимлӗ пӑхӗҫ, ПДДпа тӗрлӗ конкурссем ирттерӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсене хутшӑнӗҫ, ҫав хушӑрах ДПС посчĕсем ача-пӑчасен чи пысӑк пухӑвӗн тата Çӗнӗ ҫул уяв мероприятийӗсене ирттермелли вырӑнсем патне ҫывхарӗҫ.
"Ача-пӑча ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру йывӑрланса пырать. 11 уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑннă 482 автоаварие регистрациленӗ, вӗсенче 11 ҫула ҫитмен ача вилнӗ тата 519 травма илнӗ", - тесе пӗлтернӗ ведомствӑра.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-12-28/v-bashkirii-startovala-profilakticheskaya-aktsiya-vnimanie-deti-3584935

 

Пушкӑртра "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ стартланă
Пушкӑртра "Тимлӗр - ачасем!» профилактика акцийĕ стартланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: