Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Кӑрлач , 12:57

Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?

Мороженӑй телейлӗ ачалӑх символӗ.

Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?
Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?

Январӗн 24-мӗшӗнче "пылак" уява пӗтӗм Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Мороженӑй телейлӗ ачалӑх символӗ. Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче "Почемучки" ушкӑнри ачасемпе ҫак пылак уява паллӑ тума шутланӑ. Малтан ачасене ҫав тутлӑ апат мĕнле килсе пулса кайнин историйӗпе паллаштарнă. Мороженӑй мӗнле пулнине палӑртнă: усӑллӑ е усăсăр ( гипотезӑсене ачасем кӑларнă), мороженӑйпа мӗнле усӑ курмалли тата ӑна мӗнле памалли правилӑсемпе паллашнă, юмах тупсӑмĕсене тупнă, сӑвӑсем вуланă. Юлашкинчен кашни ача хӑйӗн юратнӑ мороженӑйне творчествӑра пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Хӑйсем тӗспе формӑна суйласа илнӗ. Тутлӑ апат валли эрешсем шухӑшласа кӑларма пултарнă. Ҫак пӑрлӑ десерт ачасемшӗн те, пысӑккисемшӗн те юратнӑ тутлӑ апат яланах пулнӑ тата пулса юлать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public217412282

 

Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?
Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?
Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?
Эсир январӗн 24-мӗшӗнче Пĕтĕм тӗнчери эскимо кунӗ пулнине пӗлнӗ-и?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: