Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общие статьи
6 Нарӑсӑн , 12:01

Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ

Кун пирки хӑйӗн телеграм-каналĕнче ПР патшалӑх комитечӗн чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен председатель тивĕçне пурнăçлакан Кирилл Первов пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ
Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине республикӑран доброволецсемпе мобилизациленисем валли 110-мӗш гуманитари конвойӗ илсе кайнă. Кун пирки хӑйӗн телеграм-каналĕнче ПР патшалӑх комитечӗн чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен председатель тивĕçне пурнăçлакан Кирилл Первов пӗлтернӗ.

"Çăк составне автомобильсем, пиломатериалсем, мобильлĕ мунчасем, ӗҫмелли шыв, япаласем тата тӑванĕсенчен посылкӑсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех çăк турттармалли автомобильсен шинисене юсамалли оборудовани илсе кайнă", - тесе палӑртнӑ пӗлтерӳре.

Маларах Пушкӑртри лесхозсем воинсене 25 кубометр пиломатериал СВО зонине янă.

Сăнÿкерчĕкĕ: Кирилл Первовăн телеграм-каналӗ.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-02-06/iz-bashkirii-v-zonu-svo-dostavili-110-y-gumkonvoy-3631535

 

Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ
Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ
Пушкӑртстанран СВО зонине 110-мӗш гумконвой илсе ҫитернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: