+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Уфара яланхи пекех эрнекун тата шӑматкун патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем водительсене çул-йĕр правилисене пӑснине тӗрӗсленӗ. Рейдсем вӑхӑтӗнче ДПС инспекторӗсем 360 ытла автомобиле чарнӑ. Ултӑ водитель руль умӗнче ÿсĕр пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул правилисене пӑснӑшӑн пурӗ 50 яхӑн административлӑ материалсем йӗркеленӗ.