Регион полицине мошенничество пулни ҫинчен 22 хыпар ҫитнӗ.
Уфара арҫынна инвестици компанийӗн сотрудникӗ пек телефонпа шӑнкӑравланă. Мошенник кирлӗ приложение телефон çине мĕнле куçарса хӑйӗн кабинечӗ тӑвасси ҫинчен каласа панă. Ҫавна май инкек тӳснӗ ҫын уйӑх хушшинче "тупӑшлӑ проекта" кӗртнӗ 2 миллион тенке яхӑн кредитсем илнӗ. Анчах вӑл укҫине кутăн кӑларма пултарайман.
55 ҫулти уфимкӑна "хӑрушсӑрлӑх счечӗ" схемӑпа улталанӑ. Хӗрарӑм мошенниксене 1,5 миллион тенкӗ кредит укçи куҫарнӑ.
Ҫак фактсем тӑрӑх Раҫҫей Уголовнӑй кодексӑн 159 статйипе "Мошеничество" уголовлӑ ӗҫсем хускатнӑ.
МВДра регионта пурӑнакансене сыхӑ пулма, палламан ҫынсемпе финанс ыйтӑвӗсене сӳтсе явма тата ют ҫынсене укҫа-тенкӗ куҫармалла мар тесе асăрхаттарнă.