Апрелӗн 8-мӗшӗнче "Уфа-Арена" спорткомплексӗ умӗнче Радий Хабиров "Башавтотранс" филиалсен ертӳҫисене Уutong маркӑллӑ çӗнӗ автобуссен уҫҫисене тыттарнӑ.
Ҫак автобуссене хула хушшинчи маршрутсенче ӗҫлеме, конгреслӑ мероприятисене тивӗҫтерме тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене служба вырӑнӗсене турттарма туяннӑ.
Радий Хабиров ҫӗнӗ автобуссем пӗтӗм республикипе, ҫавӑн пекех ҫӗршыв регионӗсем хушшинче кӑнтӑр еннелле ҫул тытассине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак хӑтлӑ автобуссемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене турттарма усӑ курассине палӑртнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ "Башавтотранс" коллективне вӗсен тухӑҫлӑ ӗҫӗшӗн тав тунӑ тата республика вӗсен техникине ҫӗнетес енӗпе кампание малалла та пулӑшса пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене туртаракан водительсене тав тунă, пулӑшу пахалӑхне пулӑшса пыма, пассажирсемпе тарават пулма тата ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерме хушнă.
Радий Хабиров 53 пассажир вырăнĕллĕ ҫӗнӗ автобуссенчен пӗрне пӑхса тухнӑ. Кашни автобусра пассажирсем валли хӑтлӑ йӗркелесе тӑракан креслӑсем, пысӑк багаж уйрӑмӗ, иккӗмӗш водитель валли ҫывӑрмалли вырӑн, спутник навигацийӗ, кондиционер тата видеонаблюдени тытӑмӗ, тахографсем, мониторсем тата электронлӑ хатӗрсене авӑрламалли USB-портсем, ҫавӑн пекех холодильник вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ автобуссене Уфа, Бирск, Пелепей, Дюртюли, Красноусольск, Мелеуз, Месягутово, Нефтекамск, Октябрьский, Сибай, Стерлитамак, Туймаза тата Учалы районĕсен автотранспорт предприятийӗсенчи "Башавтотранс" филиалӗсем тӑрӑх валеҫнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.