Ачасем Стерлитамакра тата Илиш районӗнче канӗҫ.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче республика управленийӗн центрӗнче ПР пуҫлӑхӗ Белгород облаҫӗнчи 500 ачана йышӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Радий Хабиров Белгород облаҫӗн губернаторӗ, регионти кӑткӑс лару-тӑрӑва шута илсе, ачасене йышӑнма пулӑшу ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ. Радий Хабиров 500 ачана Пушкӑртра йышӑнасси ҫинчен, вӗсене вырнаҫтармалли муниципалитетсене — Илиш районӗпе Стерлитамака каланă.
ПР Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫине Максим Забелина ҫак ыйтӑва муниципалитет пуҫлӑхӗсемпе хатӗрлеме хушнӑ. Радий Хабиров ачасем ывăнса килессине, чи кирли — вӗсене хӑтлӑ пурӑнмалли, апатланмалли, вӗренӳ процесне йӗркелемелли тата кирлӗ пулсан хушма пӗлӳ парасси пулнине палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелеме ыйтса, вӑл ачасем пирӗн республикӑра хӑйсене килти пекех туйӗҫ тесе шантарнă.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-04-08/v-bashkiriyu-priedut-500-yunyh-belgorodtsev-3720238