Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
16 Июлӗн , 10:27

Салават Юлаев ячӗллӗ батальон офицерне Суворов медалӗпе наградӑланӑ

Салават Юлаев ячӗллӗ иккӗмӗш батальон командирӗн заместительне, "Симба" позывнойлă майора Суворов медалӗпе наградӑланӑ.

Салават Юлаев ячӗллӗ батальон офицерне Суворов медалӗпе наградӑланӑ
Салават Юлаев ячӗллӗ батальон офицерне Суворов медалӗпе наградӑланӑ

Салават Юлаев ячӗллӗ иккӗмӗш батальон командирӗн заместительне, "Симба" позывнойлă майора Суворов медалӗпе наградӑланӑ. Пушкӑртри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакана ДНР территорийӗнче право йӗркине ҫирӗплетнӗшӗн, патшалӑх хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтернӗшӗн тата çар задачисене пурнӑҫланӑ чухне ытти тава тивӗҫлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑшӑн патшалӑх наградине палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, Салават Юлаев ячӗллӗ батальон боецӗсем диверсиллӗ разведка ушкӑнӗсене шыраҫҫӗ, сиенсӗрлетеҫҫӗ, вӗсем схронсене, вӑрттӑн вырӑнсене тупаҫҫӗ.

"Симба" 18 спецоперацие ертсе пынӑ, унта 17 граждана преступленисем тунӑ пирки тытса чарнӑ, 12 вӑрттӑн вырăн тупнӑ, тӗрлӗ системӑллӑ тата калибрлӑ стрелоксен сакӑр единицине, 2 пин ытла боеприпас, 40 алă гранати, взрывчаткӑллӑ виҫӗ килограмм ытла япала туртса илнӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех майор ҫухатусем туман, пур задачӑсене те тӗплӗн те пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫланӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Симба" майорӑн архивӗнчен.

 

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-07-15/ofitser-batalona-imeni-salavata-yulaeva-nagrazhdyon-medalyu-suvorova-3849432

 

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

 

Салават Юлаев ячӗллӗ батальон офицерне Суворов медалӗпе наградӑланӑ
Салават Юлаев ячӗллӗ батальон офицерне Суворов медалӗпе наградӑланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: