Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
1 Августӑн , 11:06

Путин СВОна хутшăнма контракт ҫине алӑ пуснӑ ҫар ҫыннисене укçа-тĕнкĕ памалли указа алӑ пуснă

#владимирпутин

Путин СВОна хутшăнакан контрактниксене пĕр хутчен паракан 400 пин тенкӗ тӳлесси ҫинчен указа алӑ пуснă.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен СВОна хутшӑнма контракт тунӑ ҫар ҫыннисене пӗр хутчен тӳлемелли указ ҫине алӑ пуснă, тивӗҫлӗ документа право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ сайтра вырнаҫтарнă.
"Пӗр хутчен 400 пин тенкӗ виҫепе укҫа тӳлемелле", - тенӗ указ текстӗнче.
 
Ҫар службине мобилизаципе чӗнсе илнӗ Раççей ҫыннисене, ҫар службине йыхрав тӑрӑх иртекен боецсене (Оборона министерствин професси пӗлӗвӗ паракан организацисемсӗр пуҫне), ҫавӑн пекех Раҫҫей тата ют ҫӗршыв патшалӑхӗсен ытти гражданӗсене, 2024 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен ДНР, ЛНР, Запорожье тата Херсон облаҫӗсен тата Украина территорийӗсенче вӑрҫӑ службине пӗр ҫуллӑха тата ытларах спецоперацие хутшӑнма контракт тунисене.
 
Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех регионсен влаҫӗсене августӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен контракт тунисене пӗр вӑхӑтра 400 пин тенкӗ тӳлеме сӗннӗ. Ăна субъект бюджечӗсен шучӗпе пурнӑҫламалла.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74661/photos/77579
 
материалĕсем тӑрӑх.
 
Путин СВОна хутшăнма контракт ҫине алӑ пуснӑ ҫар ҫыннисене укçа-тĕнкĕ памалли указа алӑ пуснă
Путин СВОна хутшăнма контракт ҫине алӑ пуснӑ ҫар ҫыннисене укçа-тĕнкĕ памалли указа алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: