Раҫҫейре йытӑ хуҫисем валли 200 пин тенкӗ таран штрафсем кӗртеҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ килти чӗрчунсене усрама требованисене пӑснӑшӑн айăпласси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснă. Патшалăх Думи тивӗҫлӗ саккуна ноябрь вӗҫӗнче йышӑннӑ.
Ҫавӑн пек штраф суммисем 3 пин тенкӗрен пуçласа граждансене, 15 пин должноҫри çынсене, 30 пин тенкӗ юридика сӑпачĕсене валли танлашать.
Йĕркене пăснисен шутӗнче - шкул территорийӗсенче тата ача-пӑча площадкисенче йытӑсем ҫӳрени. Хуҫасен хӑйсен питомецĕсен каяшӗсене хӑвармалла мар. Ҫакна муниципалитетсем пӑхса тӑмалла, вӗсене пулӑшма граждансене сӗнеҫҫӗ — вӗсем йĕркене пӑсакансене сӑнӳкерчӗкпе видео ӳкерме пултараҫҫӗ.
Хуҫана йытти йывӑр сиен кӳнӗшӗн уголовлӑ яваплӑх тыттарассине кӗртеҫҫӗ, наказани вара - ирӗклӗхе ҫухатма пултарать.
Патшалăх Думин пресс-служби ку темӑпа меллӗ карточкӑсем хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/likbez/2024-12-05/za-ukus-sobaki-vladelets-zaplatit-200-tys-rubley-4039005