Вал июлӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен пулĕ.
Фестиваль тӑватӑ площадкӑна пӗрлештерӗ:
- Студентсен «Самородок-Аҫылташ» ҫамрӑксен форумӗ;
- Пушкӑртстанра ӗҫлекен ҫамрӑксен туризм слечӗ (предприятисен ӗҫченӗсем валли);
- Пушкӑртстан студенчӗсен туризм слечӗ (студентсен канашӗсем, профсоюзсемпе общежитисен канашӗсем валли);
- «Республикӑпа тата ҫӗршывпа пӗрле» ҫамрӑксен форумӗ республикӑран тухнӑ студентсем валли.
ПР ҫамрӑксен министрӗ Вито Сабиров палӑртнӑ тӑрӑх, унта хутшӑнакансем Росмолодежь конкурсӗ шайӗнче хӑйсен социаллӑ проекчӗпе 1 миллион тенкӗ таран грант ҫӗнсе илме пултараҫҫӗ.
Хутшӑну тӳлевсӗр. Регистраци ссылкăпа пырать https://clck.ru/3MpAGv
Росмолодежь.