Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общие статьи
12 Августӑн 2025, 07:14

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă

  Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунăАча садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
 
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Ҫак кун ахальтен мар пӗтӗм тӗнчери уяв пулса тӑнă, мӗншӗн тесен тӑватӑ ураллӑ питомецсене планетӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ытларах юратать. Кушаксем ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатаҫҫӗ: вӗсем килте лайӑх микроклимат тӑваҫҫӗ, унта хӑтлӑх, виҫелӗх тата лӑпкӑлӑх кӳреҫҫӗ. Чылай ӗмӗр кушак этемпе юнашар пурӑнать, унпа хуйхи-суйхине, савӑнӑҫне пайлать.
Акӑ, Пишпӳлекри «Улыбка» ача садĕнче те
ҫак «кӑпӑшка» уява палӑртмасӑр хăварман. Шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе тематика кунӗ тӗрлӗ мероприятисемпе тулнӑ. Воспитанниксем «Кошкин дом», «Кошка, петух и лиса» юмахсене, «Черный кот», «Чучело-мяучело» юрӑсене аса илнĕ, «Кот в сапогах»,  «Три кота» мультфильмсем пӑхнă. Воспитательсем ачасемпе пӗрле кушак вӑййисен кунне йӗркеленӗ: «Кушакпа шӑшисем», тупмалли юмахсен тупсӑмне тупнӑ, «Кушаксен планети»  викторина ирттернӗ, кун вӗҫӗнче вара ачасем хӑйсен юратнӑ кушакӗсене – пластилинран питӗ хавасланса тунӑ. Килте вара ашшӗ-амӑшӗ ачисене хӑйсен кил-ҫуртĕнчи юратакан кушакĕсемпе сӑн ӳкерчӗксем тунӑ.
Ҫавӑн пекех аппликаци енӗпе кӑсӑклӑ заняти иртнӗ, унта воспитанниксем хăйсен кӑмӑла каякан кушакĕсене ӑсталанă.
Ачасене ҫак кун питӗ килӗшнӗ. Ирттернӗ мероприятисем ачасене килти выльӑх-чӗрлӗхе ырӑ та тӑрӑшуллӑ пулма вӗрентме пулӑшаҫҫӗ.
#УлыбкаБижбуляк
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
 
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Ача садĕнче Пӗтӗм тӗнчери кушаксен кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас