Хӑйӑр ҫинче вылямалли куна кашни ҫул августӑн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑйӑрпа вылясси вӑл ачасен тата аслисен ҫуллахи чи юратнӑ вӑййисенчен пӗри. Хӑйӑрлӑ вӑйӑсем ачасен туйӑмне лайӑх витӗм кӳреҫҫӗ, вӗсем ачана аталанма, хӑйсене кӑтартма питӗ лайӑх мел пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫуллахи уявсемпе вӑйӑ-кулӑ ыттисенчен кӑсӑклӑхӗпе тата ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе усӑ курнипе уйрӑлса тӑрать: шыв, хӑйӑр, ӳсен-тӑран. Хӑйӑр ҫинче вылямалли кун тӗнчери чылай пляжра тӗрлӗ конкурс иртет. Акӑ, Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачĕн воспитанникӗсем те ҫак кун хӑйӑр çинче вылянă. Анчах унччен вӗсем хӑйӑрпа вылямалли правилӑсене аса илнӗ.
1. Хӑйӑр пӗрчисене упра — вӗсене хӑйӑр шӑтӑкӗнчен ан кӑлар. Вӑл хӑйӑр пĕрчисен пӳрчĕ вӗт.
2. Хӑйӑр пӗрчисем ҫӑвара хыпнине е ытти ачасем ҫине сапнине питӗ юратмаҫҫӗ. Хӑйӑра çӑвара хыпма тата ытти ҫынсем çине пӑрахма юрамасть.
3. Ачасен яланах таса аллисемсемпе сӑмсасем пулмалла. Хӑйӑрпа вылярӑн — аллусене ҫуса тасат та таса ал тупанӗсене кӑтарт.
#УлыбкаБижбуляк
#деньзаднем
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.