Мероприяти ноябрĕн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче (РАНХиГС) иртӗ.
Форума хутшӑнма Пушкӑрт Республикинче ҫуралса ӳснӗ, Мускаври тата Мускав облаҫӗнчи аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсене йыхравлаҫҫӗ.
Яланхи пекех вӑл ентешлӗхпе ҫыхӑнусене ҫирӗплетес тӗллевпе иртет, республикӑпа ҫыхӑну тытакан, ӑна аталантарма тӳпе хывма тӑрӑшакан хастар ҫамрӑксене тупса палӑртма май парать.
Форума хутшӑнас тесен ссылкӑпа ҫырӑнмалли пирки асӑрхаттаратпӑр.
Ирттернӗ кун унта хутшӑнакансен ҫак адреспа ҫитмелле: Мускав хули, Вернадский проспекчӗ, 82, 1-мӗш стр., 5-мӗш корпус (РАНХиГС, акт залӗ), ҫумра паспорт пулмалла, ӗҫлӗ стильпе тӑхӑнсан аван пулмалла тесе пӗлтерет ПР Студентсемпе аспирантсен ассоциацийӗн пресс-служби.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Студентсемпе аспирантсен ассоциацийӗн пресс-служби.