

Радий Хабиров нимӗҫ овчаркине усрава илнĕ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче хӑйӗн ҫырӑнаканӗсене ҫемьен ҫӗнӗ членӗпе паллаштарнӑ. Ку — Саладин ятлӑ нимӗҫ овчаркин анчӑкӗ. Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, чĕрчун шанчӑклӑ хӳтӗлевҫӗ тата тус пулса ӳсӗ. Пӗчӗкскер лӑпкӑ, итлекен, питӗ ӑслӑ.
Интереслӗ, ку ĕнтӗ Хабировӑн виҫҫӗмӗш йытти. Унсӑр пуҫне кушак та пур. Радий Фаритович ачасем килте ҫавӑн чухлӗ чӗр чун пулнишӗн телейлӗ пулнине пӗлтернӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ килти выльӑх-чӗрлӗх тытасси пысӑк яваплӑх, анчах пысӑк телей пулнине палӑртнă.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-03-29/glava-bashkirii-pokazal-novogo-chlena-semi-4631258