«Пӗлтерӗшли çинчен калаҫни» ярӑм шайӗнче Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн шкула хатӗрленекен ушкӑнĕнче космоса алла илессине халалланӑ илӗртӳллӗ те пӗлӳ занятийӗ иртнӗ.
Ачасем Ҫут тӗнче вӑрттӑнлӑхӗсемпе кӑсӑкланса паллашнă: Хӗвел системинчи планетӑсем ҫинчен, космос вӗҫевӗсем мӗнле иртни ҫинчен, паллах, чи паллӑ космонавтсем ҫинчен пӗлнĕ. Педагог ачасене чаплӑ ученӑйсем ҫинчен каласа панă, вӗсене пула ҫӑлтӑр анлӑшне парӑнтарма май пулнă.
Ачасем ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене ӳкернӗ ҫутӑ иллюстрацисене савӑнса пӑхса тухнă, тупмалли юмахсене тавҫӑрса космос темипе ал ӗҫӗсем тунă.
Кам пӗлет, тен, пирӗн пӗчӗк ӗмӗтлӗ ҫынсем хушшинче халӗ ӗнтӗ пулас космонавт ӳсет, вӑл пӗррехинче Ҫут Тӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшне парӑнтарма кайӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.