

Апрелĕн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен Хушăлкари вăтам шкулӗнче Ю.А. Гагарин вӗҫнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ космонавтика эрни иртнӗ.
Тӗп мероприятисем:
– «Пӗлтерӗшлӗ пирки калаҫни» — тема: «Тӑван ҫӗршывăн космонавтикин триумфне 65 ҫул».
- Гагарин урокӗсем пур классенче те документлӑ хроника пӑхнă.
- Ӳкерчӗксемпе ал ӗҫӗсен конкурсӗ.
- 5-7 классем хушшинче «Ҫӑлтӑр сехечӗ» викторина.
- «Гагаринран сан патна ҫити» сăнÿкерчĕк куравĕ.
- Аслӑ классенче вӗренекенсем апрелĕн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри космос диктантне хутшӑннă.
Мероприятисем Раҫҫей историйӗпе тата наукӑпа техника пултарулӑхӗпе кӑсӑкланма пулӑшнӑ. Космонавтика эрни космос пирӗнтен кашнинех ҫывӑх пулнине кӑтартнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public202011028