

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Благовещенскра пурӑнакансене хула 270 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хулан мухтавлӑ ӗҫ историне тата унӑн шанчӑклӑ аталанӑвне палӑртнӑ.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, Благовещенск ҫулран-ҫул илемленсе пырать. Кунта экономика ҫирӗп, промышленноҫӑн вӑйлӑ предприятийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеҫҫӗ. Малта пыракан аталану территорийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет — Пушкӑртстанра чи тухӑҫлисенчен пӗри.
Республикӑпа федераци бюджечӗ пулӑшнипе хулара социаллӑ сфера аталанать, пӗлтерӗшлӗ объектсем тăваççĕ тата юсаҫҫӗ. Хӑтлӑ территорисем йышлансах пыраҫҫӗ. Кӑҫал Благовещенск хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче виҫҫӗмӗш хут ҫӗнтернӗ ӗнтӗ.
Регион пуҫлӑхӗ Благовещенскра пурăнакансене пурне те юбилейпе чӗререн саламланă, хулана аталану, ҫынсене вара тӑнӑҫлӑх, ырӑлӑх тата ырлӑх суннă.