Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Суйлав
16 Августӑн , 15:17

Участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем килĕрен ҫӳрӗҫ

  Августӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен Пушкӑртстанра суйлавҫӑсене адреслă информаци тата пӗлтерӗвӗ иртет.

Участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем килӗрен ҫӳресе:
- хӑҫан тата ӑҫта сасăлама май пурри ҫинчен каласа парĕç;
- суйлав участокӗн адресне пӗлтерĕç;
- сывлӑх е ытти сӑлтавсене пула сасăламалли кунсенче суйлав участокне пыма пултарайман суйлавҫӑсене пулӑшĕç.
Участокри суйлав комиссийӗн членӗн удостоверени тата полиграфи продукцийӗ хӑйпе пӗрле пулать.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанра сасӑламалли кунсем — 2024 ҫулхи сентябрӗн 6, 7 тата 8-мӗшĕсем.
Пӗтӗмпе 218 суйлав кампанийӗ иртет:
- Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавӗ;
- Пушкӑртстанри Патшалăх Канашне - Курултая хушма патшалӑх депутачӗн Уфари 54-мĕш пӗр мандатлӑ округӗнчи суйлав;
- хула, район тата ял совечӗсен депутачӗсен суйлавӗпе 216 кампани.
 
Участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем килĕрен ҫӳрӗҫ
Участокри суйлав комиссийӗсен членӗсем килĕрен ҫӳрӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: