

Республика çуртӗнче Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи граждан обществине аталантарассипе тата ҫын прависемпе ĕҫлекен Канаш членӗпе, «Никама пӑхӑнман обществӑлла мониторинг» ассоциаци председателӗпе Александр Бродпа тӗлпулу иртнӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республика çуртӗнче Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи граждан обществине аталантарассипе тата ҫын прависемпе ĕҫлекен Канаш членӗпе, «Никама пӑхӑнман обществӑлла мониторинг» ассоциаци председателӗпе Александр Бродпа тӗл пулнӑ.
Повесткӑра — пӗрлехи сасӑлав кунне хатӗрленмелли ыйтусем. 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсене, ҫавӑн пекех Уфа хула канашне тата ял тӑрӑх канашӗсене суйлӗҫ.
«Суйлав конкурентлӑ пулӗ, эпир пур политика партийӗсен те самай пысӑк хастарлӑхне куратпӑр», — палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ.
«Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пушкӑртстан ҫӗршывра чи малтан никама пӑхӑнман обществӑлла сӑнавҫӑсене хатӗрлеме пуҫланӑ, вӗсем суйлав участокӗсене авӑн уйӑхӗнче тухӗҫ. Регионти электораллӑ экспертсен пулне вӑйлатас ӗҫ пырать. Ҫакӑн пек экспертсем ҫӗршывӗпе пурӗ — 900 ытла. Уйӑх вӗҫӗнче Мускавра пысӑк семинар ирттерме палӑртатпӑр. Унта республика представителӗсене те чӗнчӗҫ, — тенӗ Александр Брод. — Пирӗн тӗллев — экспертсен пӗрлӗхӗн профессионализмне ӳстересси, ӑна ҫӗнӗ йывӑрлӑхсене, ҫав шутра информаци ыйтӑвӗсене те, хатӗрлесси».
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби | glavarb.ru