

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври депутачӗсен суйлавне ирттересси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ, ăна сентябрӗн 20-мӗшне палӑртнӑ.
Документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Указпа килӗшӳллӗн, суйлава шӑпах ҫак куна палӑртаҫҫӗ, указ хӑй официаллӑ пичетленсе тухнӑранпа вӑя кӗрет.
Сасӑлава пӗрремӗш хут Донбаспа Новороссире пурӑнакансем хутшӑнма пултарӗҫ. Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче тӗрлӗ шайри 2,2 пин ытла суйлав кампанийӗ ирттерме палӑртнӑ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 20,7 пине яхӑн депутат мандачӗпе суйлав должноҫӗсене улӑштармалла. Вӗсен хушшинче — 11 регион пуҫлӑхне суйласси: сакăр субъектра вӗсем тӳрӗ сасӑлавпа иртӗҫ тата виçĕ регионта аслӑ должноҫри ҫынсене саккунсем кӑларакан пухусем суйлӗҫ. Ҫавӑн пекех РФ субъекчӗсен саккун кӑларакан органӗсен депутачӗсен суйлавӗ 39 регионта пулӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Кремль пресс-служби.