

Пишпӳлек районӗнче те, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, суйлав иртнĕ. Ҫынсем хӑйсен гражданла тивӗҫне ҫемйипе пурнӑҫлама кайнă.
Пирӗн районти чылай ҫыншӑн суйлава кайни тахҫанах ҫемьери ырӑ йӑла пулса тӑнӑ, ӑна ӑруран-ӑрӑва параҫҫӗ. Суйлав участокӗсенче мӑнукӗсен аллинчен тытса килнӗ ветерансене те, сасӑлава хутшӑнни вӗсен ачисемшӗн яваплӑхӑн пӗлтерӗшлӗ урокӗ пулса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑрсене те тӗл пулма пулать.
Суйлав комиссийӗсен членӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫемье хастарлӑхӗ питӗ савӑнтарать: ҫынсем пӗрле килсен пурин те кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗрех, шанӑҫлӑрах пулса пырать.
Пирӗн патра ыран мĕнлерех районта пурӑнасси пирки шухӑшлакан ҫынсем пурӑнни савӑнтарать. Апла пулсан, пирӗн пӗрлехи пуласлӑх пур, ӑна эпир пӗрле тӑватпӑр.
#ВыбираемВместе #ЕДГ2026 #БашкортостанВыбирай2026#АлгаВсейСемьей2026
https://svetput.ru/news/novosti/2026-09-20/golosuem-vsey-semiey-4820239