Августӑн 31-мӗшӗнче Гидрометеорологи тата мониторинг управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вырӑн-вырӑнӑн сывлӑшра тата çĕр çинче, 0, -2 градус сивĕ сыхланса юлать.
ПР Чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ республикӑра пурӑнакансене тӑм тивни ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсемшĕн хӑрушлӑх кăларса тăратнине аса илтерет. Ӳсентӑрансене хӳтӗлес тесен вӗсен хӳтлӗхне тивӗҫтермелле. Ҫутҫанталӑкра канакансен ҫанталӑк условийӗсене шута илмелле. Водительсен ҫул-йӗр правилисене тата хӑвӑртлăх йӗркисене пӑхӑнмалла.
Сывлӑш температури чакнӑ тапхӑрта электрооборудованипе тата кӑмака оборудованийӗпе тивӗҫсӗр усӑ курнипе ҫыхӑннӑ пушарсен шучӗ ӳсни палӑрать, ҫавӑнпа пурӑнмалли пӳлӗмсенче электрооборудовани тата кӑмака оборудованийӗ эксплуатациленӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене асра тытмалла.
Белорецк таврашĕнче ĕнерех юр çуни пирки пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ.
«Башинформ» информацийĕпе.