Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи
24 Сентябрӗн 2021, 05:32

Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă

Пушкӑртстанри "Зеленая роща" санатори территорийӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Сохраним лес" акци стартларӗ.  

Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнăПушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă
Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă

Пушкӑртстанри "Зеленая роща" санатори территорийӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Сохраним лес" акци стартларӗ.

Унта федераци тата республикӑри влаҫ органӗсен, ҫӗршыври мӗнпур субъектран «Рослесозащита» ФБУ филиалӗн директорӗсен, ҫавӑн пекех Уфари вӑрман техникумӗн студенчӗсем тата санаторисенче канакансем хутшӑнчӗҫ. Пӗрле вӗсем Раҫҫей лесовочӗсен аллейине 100 ҫӑка хунавĕ лартнӑ.

 

"Акцин тӗп тӗллевӗ — 70 млн йывӑҫ лартасси тата вӑрмансене сыхласа хӑварас тата юсас енӗпе анлӑ общественноҫа явӑҫтарасси, — палӑртнӑ Вӑрман хуҫалӑх агенствин ертӳҫи Иван Советников мероприяти пуҫланас умӗн. — Вӑрман юсав кампанийӗ Раҫҫей Федерацийӗн мӗнпур субъекчӗсенче иртет, унта 1 млн ытла ҫын хутшӑнасса кӗтетпӗр, вӗсем хушшинче волонтерсем те, шкул ачисем те, вӑрман ӗҫченӗсем те пулĕç". Кӑҫал акци вӑрман юсас тата Раҫҫейӗн вӑрман пушарӗсен сиенне пӗтерес енӗпе пахалӑха тивӗҫтерес тӗллевсене татса парас пӗлтерӗшлӗ пулать.

"Вӑрмансене упрасси" федераци проекчӗн шайӗнче 2021 ҫулта Пушкӑртстан вӑрманçисем умӗнче, ҫав шутра "Вӑрмана сыхласа хӑварар" акци шайӗнче, вӑрманпа юсав мероприятийӗсем ирттересси — 14,3 пин гектартан кая мар вӑрман лартасси, ҫутҫанталӑк вӑрманӗсене ҫӗнетме пулӑшасси, — палӑртрӗ ПР вӑрман хуҫалӑх министрӗ Марат Шарафутдинов. — 2021 ҫулта Пушкӑртстанри вӑрмансенче пӗтӗмӗшле 27 млн ытла вӑрман культурисен хунавĕсем лартӗҫ".

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчекĕ: ПР Ялхуçалăх министерстви.

Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă
Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççей акцийĕ пуçланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас