Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
29 Сентябрӗн 2021, 14:09

100 çул тăршшĕнче виççĕмĕш хут кÿлĕ çухалать

Капов çĕр хăвăлĕ патĕнчи Ыгышма кÿлĕре шыв юлман.

100 çул тăршшĕнче виççĕмĕш хут кÿлĕ çухалать
100 çул тăршшĕнче виççĕмĕш хут кÿлĕ çухалать

Сӑлтавӗ кӑҫалхи типӗ ҫанталӑкра пулмалла. Ҫакӑ ҫӗр ҫул хушшинче виҫҫӗмӗш хут кӑна пулса иртет. Бурзян районӗнчи ватăсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв ку кӳлӗрен 1921 тата 1975 ҫулсенче çухалнӑ.

Интереслӗ ҫутҫанталӑк пулӑмӗ ҫинчен Республикӑри культура еткерӗн куҫман объекчӗсене сыхлас тата усӑ курас енӗпе ӗҫлекен НПЦ директорӗ Данир Гайнуллин каласа пачӗ.

Ыгышма — Белая юханшывăн сылтăм хӗрринчи бассейнри ытти кÿлĕсем пекех (Йылкысыккан, Олокуль, Заросшее), Шульган юханшывӗн вӑтам пайӗнче карст воронкисенче йӗркеленнӗ.

"Ҫӗр хӑвӑлӗн районне тӗпчекен тата номинациллӗ досье тӑвакан пирӗн ученӑйсем Шульган юханшыв бассейнӗнче карст рельефӗн формисем, сӑмахран, тип варсем, варинккесем, понорсем тата ҫӗр хӑвӑлӗсем лайӑх палӑрнине палӑртаҫҫӗ. Анчах та ку таранччен вӗсем пурри кӳлӗ ҫинче палӑрса тӑман. Халиччен пулман шӑрӑх, виҫӗ уйӑх ытла çумăр ҫукки – ҫаксем пурте çĕр айĕнчи шывсене чакарни, хӑйӗн черечӗпе Ыгышма кӳллинчен шыв тарни патне илсе çитернĕ", — тет НПЦ директорӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

100 çул тăршшĕнче виççĕмĕш хут кÿлĕ çухалать
100 çул тăршшĕнче виççĕмĕш хут кÿлĕ çухалать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: