Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
21 Декабрӗн 2021, 09:07

Владимир Путин Филиппин президентне Дутерте тайфун хыççăнхи инкексем пирки хурланнине пĕлтернĕ

#владимирпутин  

Владимир Путин Филиппин президентне Дутерте тайфун хыççăнхи инкексем пирки хурланнине пĕлтернĕ
Владимир Путин Филиппин президентне Дутерте тайфун хыççăнхи инкексем пирки хурланнине пĕлтернĕ

 

Раҫҫей лидерӗ Владимир Путин Филиппин президентне Родриго Дутерте тайфун кÿнĕ сиенлӗ пулăмсене пула хурланнине пĕлтернĕ. Кун ҫинчен декабрӗн 20-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтерет.

"Хисеплӗ президент господин, тайфун сирӗн ҫӗршывӑн тӗп районӗсем ҫине йӑтӑнса аннӑ инкек-синкекпе ҫыхӑннӑ палăрăмсемшĕн чун-чӗререн куляннине йышӑнӑр", — тенӗ пӗлтерӳре.

Путин Раҫҫей хӑйсен тӑванӗсене тата ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ Филиппин ҫыннисен хуйхи-суйхине пайланине палӑртать тата инкек тӳсекенсене хӑвӑртрах сываласса шаннине пĕлтерет.

Юлашки хыпарсем тӑрӑх, "Рай" Лӑпкӑ океанри тайфуна пула сахалтан та 108 ҫын вилнӗ. Тайфун архипелагӑн кӑнтӑр тата тĕп районӗсем ҫине йӑтӑнса ансан хӑйсен ҫурчӗсемпе ҫыран хӗрринчи курортсене пӑрахса кайнӑ. Ҫутҫанталӑк инкекне пула нумай районта коммуникаципе электричество ĕçлеме чарăннă, ҫурт тăррисене татса пӑрахнӑ, больницӑсен ҫурчӗсене ҫӗмӗрнӗ, электропередачӑн бетон юписене йӑвантарнӑ тата ялсене шыв айне путарнӑ.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: REUTERS/Philippine Coast Guard.

Владимир Путин Филиппин президентне Дутерте тайфун хыççăнхи инкексем пирки хурланнине пĕлтернĕ
Владимир Путин Филиппин президентне Дутерте тайфун хыççăнхи инкексем пирки хурланнине пĕлтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: