Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Экологи
27 Декабрӗн 2021, 15:23

Андрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панă

Пушкăртстанри «Экология-Т» компани коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас сферӑра ӗҫлекен предприятисен рейтингӗнче 10-мĕш вырӑн йышӑннӑ.

Андрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панăАндрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панă
Андрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панă

Пушкăртстанри «Экология-Т» компани коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас сферӑра ӗҫлекен предприятисен рейтингӗнче 10-мĕш вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫей экологи операторӗ ҫакӑн пек рейтинг пуҫласа тунӑ. Экспертсем хутшӑнакан 167 компанине хакланӑ. Ҫӳп-ҫапа пӗр чӑрмавсӑр турттарса тухнине, тӳлевсем пуҫтарӑннине, халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелли шайне тата ытти параметрсене шута илнĕ. Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, "Экология-Т" 10-мĕш вырӑн йышӑнни лайӑх кӑтарту теме пулать.
Премьер-министр Пушкăртсен правительстви каяшсене тыткалас сферӑра системӑллӑ ӗҫ туса хума тӑрӑшнине, республика Пуҫлӑхӗ вара ку ĕçе хӑй тĕллесе пынине пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех Назаров кӑҫал Туймазă районӗнче ҫӳп-ҫапа уйăракан комплекс тата Дуван районĕнче ҫӳп-ҫапа пуҫтаракан цех ӗҫлеме тытӑннă тесе хушса хунă. Баймак патӗнче ҫӳп-ҫапа уйăракан комплекс, органика каяшӗсене компост тăвакан полигон тума тытăннă. 2025 ҫулччен Краснокамск, Дюртюли, Пелепей, Благовещенск тата Уфа районӗсенче çÿп-çапа тирпейлемелли, утилизацилемелли, вырнаçтармалли енĕпе ĕçлеме тытăнĕç.
"МГ" информацийĕпе.

Андрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панă
Андрей Назаров ТКО тыткалас сферӑра ӗҫ мӗнле пынине каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас