Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
4 Нарӑсӑн 2022, 10:18

Сивĕтет, теççĕ

Ăшăрах тăхăнăр.

Сивĕтет, теççĕ
Сивĕтет, теççĕ

Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, февралӗн 4-мӗшӗнче, республикӑра юр çăвать, юрлă-çумăрлă пулать, республикӑн ҫурҫӗрелле вӑйлӑрах, кӑнтӑр районӗсенче начартарах.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫил-тӑман, пӑр, проводсемпе йывӑҫсем ҫинче йӗпе юр ҫыпçăнни, ҫулсем ҫинче кĕрт хÿсе кайни, шап-шурӑ юрпа витӗнни, тӗл-тӗл юрпа витӗнни палӑрать. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен виҫеллӗ вӑйлӑ ҫил вӗрет. Ҫӗрле сывлӑш температури 0, -5°, вăхăтран -7, -12°, кӑнтӑрла +1, -4°.

Февралӗн 5-мӗшӗнче сивӗрех пулать. Ҫӗрле сывлӑш температури -5, -10°, вырăн-вырăнпа -12, -17°, кӑнтӑрла -2, -7°. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе юр, пӑр. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен виҫеллӗ ҫил вӗрет.

Февралӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле сывлӑш температури 15° -10°, выранĕ-вырăнĕпе -12, -17°, кӑнтӑрла -2, -7°. Малтанхи пекех — юр, пӑр. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрекен ҫил виҫеллӗ.

Башгидромет информацийĕпе.  

Сивĕтет, теççĕ
Сивĕтет, теççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: