Çутă çул
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
22 Мартӑн 2022, 13:05

Уфара экологи енĕпе пысӑк форум пулать

Ҫакӑ регионти экологи культурине аталантарассине хавхалантарма, бизнес енчен те, общественность енчен те çул уçакан пӗртен-пӗр тухӑҫлӑ проект.

Уфара экологи енĕпе пысӑк форум пулать
Уфара экологи енĕпе пысӑк форум пулать

Пушкӑрт тӗп хулинче апрелӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен ВДНХ ЭКСПОра экологи форумӗ иртет. Ҫакӑ регионти экологи культурине аталантарассине хавхалантарма, бизнес енчен те, общественность енчен те çул уçакан пӗртен-пӗр тухӑҫлӑ проект.
Экофорума йӗркелекенсем Пушкӑртстан Правительстви, ПР Çутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министерстви, Раҫҫей экологи обществин (РЭО) "Таса ҫӗршыв" ассоциаци пулӑшнипе Пушкӑрт курав компанийӗ шутланаҫҫӗ.
Ӗҫлӗ программӑн тӗп мероприятийӗ «Экология региона. Тенденции развития отрасли» темӑпа пленарлӑ лару пулӗ. Модератор пулса Рашид Исмаилов, Раҫҫей экологи обществин председателӗ, "Экологи" наци проекчӗн Обществӑпа ӗҫлӗ канашӗн председателӗн заместителӗ тухӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Уфара экологи енĕпе пысӑк форум пулать
Уфара экологи енĕпе пысӑк форум пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: