Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
27 Июнӗн 2022, 21:21

Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" музей комплексне уҫаççĕ

Çакăн пирки Пушкӑртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" музей комплексне уҫаççĕ
Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" музей комплексне уҫаççĕ

Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" историпе культура музей комплексне уҫӗҫ, пӗлтернӗ Пушкӑртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров паян кашни эрнере иртекен ЦУР канашлăвĕнче. Раҫҫейри пӗртен-пӗр палеолит эпохин чул çинче ÿкернĕ искусствин музейӗ. Музей комплексӗн экспозицине ҫичӗ тема блоке кӗрет. Чи чаплă экспонатсенчен пӗри вӑл - французсен Монтиньякӗнче тунӑ авалхи чул çинче ÿкернĕ ҫӗр хӑвӑлӗн копийӗсем.
"Эпир Раҫҫей Наукин академийӗн президенчӗ тата наука делегацийӗ килессе кӗтетпӗр. Музей комплексӗнче икӗ пысӑк наука конференцийӗ ирттерӗпӗр", - тенӗ Радий Хабиров.


"Башинформ" информацийĕпе.


Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" музей комплексне уҫаççĕ
Июлӗн 9-мӗшӗнче "Шульган-Таш" музей комплексне уҫаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: