+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫак кунсенче Баймак районӗнчи Талкас кӳлли шывӗнче паллӑ мар çын машинӑна ҫуса йĕркене пӑснин фактне ҫырса кӑтартнӑ, информаци "инцидент-менеджмент" системине лекнӗ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Фанис Аминев социаллă сетьре каласа панӑ.
Информацие Экологи министерствин Сибайри территори комитетне панӑ. Машина хуҫине палӑртнӑ, ӑна РФ 8.42 статйин 1-мӗш пайĕпе административлӑ яваплӑх тыттарасси ҫинчен постановлени йышӑннӑ, ӑна 3 пинрен пуҫласа 4,5 пин тенкӗ таран штраф тÿлеме палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: Фанис Аминевăн социаллă сетĕнчен.