Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экологи
15 Июлӗн 2022, 14:55

Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче сехет ҫурӑ хушшинче икӗ вунӑкунлӑх норми чухлĕ ҫумӑр ҫунă

Маларах синоптиксем республикӑра ҫитес кунсенчех ҫанталӑк ҫирӗп мар характерлӑ пуласси ҫинчен пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче сехет ҫурӑ хушшинче икӗ вунӑкунлӑх норми чухлĕ ҫумӑр ҫунă
Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче сехет ҫурӑ хушшинче икӗ вунӑкунлӑх норми чухлĕ ҫумӑр ҫунă

Башгидрометр пӗлтернӗ тӑрӑх, июлӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Кананикольское метеостанцийӗнче питӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. 1 сехет те 30 минут хушшинче тӑкӑннӑ çумăр шывĕн шучӗ 49 мм, ку 10 кун хушшинче çумалли нормӑран икӗ хут пысӑкрах.

Маларах синоптиксем республикӑра ҫитес кунсенчех ҫанталӑк ҫирӗп мар характерлӑ пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Аслатиллӗ ҫумӑрсем, кӑнтӑрла тӗл-тӗл ҫумӑрсем, пӑр, тӑвӑллӑ вӑйлӑ ҫил иртӗҫ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче сехет ҫурӑ хушшинче икӗ вунӑкунлӑх норми чухлĕ ҫумӑр ҫунă
Пушкӑртстанри Зилаир районӗнче сехет ҫурӑ хушшинче икӗ вунӑкунлӑх норми чухлĕ ҫумӑр ҫунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: