Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экологи
5 Августӑн 2022, 12:34

Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!

Ҫак ӗҫшӗн административлӑ штраф пӑхса хӑварнӑ. Штраф тÿлеттернĕ тĕслĕхсем пур.

Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!
Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли контейнер площадкисем патӗнче ӳсентӑран каяшӗсене хумасса ыйтаççĕ.

— Юлашки вӑхӑтра коммуналлӑ хытӑ каяшсем шутланман коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли контейнер площадкисем патӗнче ӳсентӑран каяшӗсене (авăрсене, туратсене, курăка) тирпейлемен тӗслӗхсем нумайланаҫҫӗ. "Экологи Т" ООО операторӗсем унашкалкаяшсене турттармаҫҫӗ. Ҫапла тума юраманни пирки татӑклӑнах пӗлтеретпӗр. Ҫак ӗҫшӗн административлӑ штраф пӑхса хӑварнӑ, — çырнă Пишпÿлек ял совечĕн социаллă сетьри страницинче.

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫыннисем! Сире Тюртюк ҫывӑхӗнчи ятарлӑ площадкӑра ӳсентӑран каяшӗсене илсе кайса тăкма тархасласа ыйтаççĕ. Унта çÿп-çапа тирпейлекен çын пур, вăл сире йывăç-турата ăçта тăкмаллине ăнлантарать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!
Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!
Туратсене тата курăка контейнера пăрахма юрамасть!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: